Литература сехечĕ "Юхма Мишшин пурнăç çулĕ" (Таушкасинская с/б)
_5g3adczc.jpg)
Килсемĕр, тусăмсем чăвашлăх тĕнчине,
Манпа пĕрле чăвашлăха юратăр.
Çак юрату упратăр çынсене
Юлташлăх, туслăх, килĕшÿ упратăр...
Юхма Мишши
Ака уйăхĕн 10-мĕшĕнче Юхма Мишши çуралнăранпа 85 çул çитет. Çавна май поэтăмăра сума суса Тавăшкасси вулавăш çуртĕнче "Юхма Мишшин пурнăç çулĕ" литература сехечĕ иртрĕ.
Юхма Мишши (Ильин Михаил Николаевич) Чăваш Республикинчи Патăрьел районне кĕрекен Сăкăт ялĕнче 1936-мĕш çулхи ака уйăхĕн 10- мĕшĕнче çуралнă. Вăл чăваш çыравçи, историкĕ, сăвăçи, драматургĕ. Чăваш,Тутар, Удмурт, Мари Эл Республикисен тава тивĕçлĕ ĕçченĕ. Юхма Мишши пурĕ 200 ытла кĕнеке кăларнă. Паллăраххисем: "Çăлтăрсем чĕнеççĕ", "Мускав çулĕ", "Эльпи чечекĕсем", "Кăвак çĕмрен", "Авалхи чăвашсем", "Шурă кашкăр эткерĕ", "Шарал", "Кункăш – вилĕмсĕр кайăк". Унăн хайлавĕсене 100 ытла чĕлхене куçарнă.
Çыравçă сăввисенче Тăван çĕршыв, тăван тавралăх, халăх шăпи, йăли-йĕрки, чăваш чĕлхи, халăхсен туслăхĕ, юрату çинчен çырать.
Ачасем çыравçăн пултарулăхĕпе тĕплĕн паллашрĕç, презентаци пăхрĕç. Унтан Тавăшкасси вулавăш çуртчĕн библиотекарĕ Юхма Мишшин кĕнекисемпе паллаштарчĕ. Уйрăмах ачасем валли çырнă кĕнекесем çинче чарăнса тăчĕ. Юлашкинчен ачасем панă ыйтусем çине хуравларĕ.
Çыравçăн хайлавĕсем тăван чĕлхене, тăван халăха хисеплеме, çут çанталăка, тавралăха юратма, упрама вĕрентеççĕ.