Апакаси çĕрĕ çинчи ăшă тĕлпулусем (Малоянгорчинская с/б)

Яланхилле йăлана кĕнĕ йĕркепе Апакасинче литература тата культура ĕçченĕсемпе кăмăллă тĕл пулу иртрĕ. Хальхинче пирĕн патра Чăваш наци радиовĕн аслă редакторĕ, журналист тата режиссёр, пирĕн ентеш Владимир Егоров, чăваш халăх поэчĕ Светлана Асамат пулчĕç. Вĕсене вулакансем питĕ кăмăллăн кĕтсе илчĕç. Апакаси библиотеки Светлана Асаматăн пултаруллăхне уçса паракан кĕнекесен куравне йĕркелерĕ. Хăнасен пурнăçĕ çинчен слайдсем хатĕрлерĕ. Курава шкул библиотекарĕпе Вера Леонтьевăпа ачасем хатĕрленĕ чăваш тĕррисемпе илемлетрĕç.
Салам сăмахĕ каласа тĕл пулăва Апакаси ял библиотекин заведующийĕ, Чăваш республикин культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Алевтина Иванова уçрĕ. Вăл кĕскен уяв хăнисемпе паллаштарчĕ. Вĕсене тата шкул директорне Надежда Ивановăна сцена çине чĕнчĕ. Икĕ сехете пынă тĕл пулура интереслĕ те савăнăçлă самантсем пулчĕç. Владимир Егоров хăй çинчен каласа пачĕ, радиора ĕçленĕ чухнехи кăсăк тĕл пулусем çинче чарăнса тăчĕ. Уйрăмах чăвашсен пĕрремĕш космонавчĕпе Андриян Григорьевич Николаевпа калаçнисене хумханса аса илчĕ. Ыйтусем çине хуравларĕ. Унăн калаçăвне итлеме питĕ интереслĕ пулчĕ
Светлана Васильевна Асамат вара сăввисемпе савăнтарчĕ, юррисене юрлаттарчĕ. Хăйĕн литературăри тата искусствăри самантсемпе паллаштарчĕ. Вăл хăйĕн пултаруллăх ĕмĕрĕнче пирĕн ентеш Аристарх Гаврилович Орлов-Шуçăм композитор, дирижĕр хорĕнче юрланине аса илчĕ. Пултаруллă композитор çамрăк хĕре кĕвĕсем çырма хавхалантарнă, санăн пулать, эсĕ пултаруллă, тесе искусство çулĕ çине кăларнă.
Светлана Асамат икçĕр ытла кĕнеке авторĕ. Унăн сăввисене çĕр ытла юрра хывнă. Чăваш патшалăх юрăпа ташă ансамблĕ пилĕк сюита хатĕрлесе Раççейре тата ют çĕршывсенче кăтартнă. Паллах, поэт тĕл пулăва та пуш алăпа килмен. Вулакансене вăл юлашки вăхăтра пичетленнĕ çĕнĕ кĕнекисене парнелерĕ.
Тĕл пулăва çамрăк вулакансем илемлетрĕç, вĕсем Светлана Асаматăн ачасем валли çырнă хавас сăввисене вуларĕç, юррисене юрласа пачĕç.
Тĕл пулăва чăваш чĕлхи тата литература вĕрентекенĕ Елена Павлова ертсе пычĕ.