Çĕрпÿ енĕн литература еткерлĕхĕ (Мунсютская с/б)

Эпир Çĕрпÿ районĕнче пурăнатпăр, çавăнпа та ун историйĕпе кăсăкланатпăр. Икĕ Çавал, Ункă, Энĕш шывĕсен тăрăхĕ мĕн авалтанпах чăваш халăхĕн сăмах ÿнерĕнче хăйне евĕрлĕхĕпе уйрăлса тăнă. Камсем-ши вĕсем, „сăмаха хĕрлĕ хĕртнĕ хурçă” пек туптама пултаракан ентешĕмĕрсем? Вĕсемпе вулакансене паллаштарас тĕллевпе Мăнçут ял библиотекинче „Çĕрпÿ енĕн литература еткерлĕхĕ” кĕнеке куравĕ йĕркелерĕмĕр. Çак ĕçе тума Кукшакасси шкулĕн чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекен Т.В.Григорьевăпа шкул вĕренекенĕсем пулăшрĕç.
Çĕрпÿ районĕнче çуралса ÿснĕ сăмах ăстисене тĕрлĕрен справочниксенче шырарăмăр. П.В.Афанасьевăн „Писатели Чувашии” кĕнекинче 15 ентеш çинчен çырнă. Г.Кирилловăн «Союз чувашских писателей» справочникĕнче 3 çыравçă çинчен вуласа паллашма пулать. П.Ялкир „Литературный мир Чувашии” кĕнекине 5 Çĕрпÿ çыннине кĕртнĕ. „Чăваш литературин антологийĕ“ ярăмăн „Проза“ пайĕнче – 4, „Поэзи“ пайĕнче – 17, „Драматурги“ пайĕнче -1, „Ача-пăча литератури“ пайĕнче – 11ентеш ятне тупма пулать. М.Мăскал 2015 çулта „Çĕрпÿ ен кĕввисем” кĕнеке кăларнă. Унта вăл районти поэзи ăстисен хайлавĕсене пĕр çĕре антологи евĕр пуçтарса пичетленĕ.
Мĕнпур çăлкуçри сăмах ăстине пуçтарсан самаях пысăк ушкăн пулчĕ.
Куравпа вулакансем хапăл тусах паллашрĕç, авторсем ал пусса парнеленĕ кĕнекесене юратса вуларĕç. Халĕ ял çыннисем ентешсен çĕнĕ кĕнекисене кĕтеççĕ.