Чăваш чĕлхи эрни (Таушкасинская с/б)
_wmbvooka.jpg)
Чăваш чĕлхи – тăван чĕлхе
Эс чи пахи, эс – чун уççи.
Чăваш чĕлхи – тăван чĕлхе,
Пин чĕлхерен чи çепĕççи.
Мĕн тери илемлĕн, мĕн тери хăватлăн, мĕн тери мăнаçлăн янăрать пирĕн тăван чĕлхе.
Ака уйăхĕн 18-мĕшĕнчен пуçласа Тавăшкасси вулавăш çуртĕнче чăваш чĕлхи эрни пуçланчĕ. Çак уяв вăл чăвашсене çутта кăларнă И.Я. Яковлев çуралнă кунĕпе çыхăннă.
Чăваш чĕлхи эрнинче вулавăш çурчĕ нумай ĕçсем тума палăртнă. Вулакансем тĕрлĕ конкурса, викторинăна хутшăнса хăйсен пултарулăхне кăтартма, пĕлĕвне тĕрĕслĕме пултараççĕ. Ĕçсене вара тĕрлĕ ÿсĕмри ачасене валли хатĕрленĕ.
Малтанах пуçламĕш класра вĕренекенсем „Иван Паттăр” , „Тăлăх тилĕ”, „Пулăра”, „Уйăх çинчи хĕр” мультфильмсене кăсăкланса пăхрĕç. Унтан чăваш халăх юмахĕсемпе тата И.Я. Яковлев букварь валли çырнă калавĕсемпе паллашрĕç.
Чăваш чĕлхи эрни малалла тăсăлать. Вăл пуриншĕн те усăллă. Тухăçлă иртессе шанас килет. Ăнăçу сире, хаклă вулаканăмсем!