Чăваш чĕлхи кунĕ ячĕпе «Янра, янра чăваш юрри!» концерт иртрĕ (Игорварская с/б)

Чăваш чĕлхи кунĕ ячĕпе «Янра, янра чăваш юрри!» концерт иртрĕ (Игорварская с/б)

Чăваш сăвви - юррине,

Атте - аннемĕр чĕлхине

Пуçа таяр, хисеплер,

Ģӳлтен - çӳле шав çĕклер!

Пирĕншĕн чи хаклă, чи юратнă, чи çывăх чĕлхе - чăваш чĕлхи. Кашни çыншăнах ашшĕ-амăш чĕлхи, тăван халăх историйĕ, йăли- йĕрки, юмах- халапĕ хаклă. Ака уйăхĕн 25- мĕшĕнче Йĕкĕрвар ялĕн культура  çуртĕнче чăваш чĕлхи кунне халалласа «Янра, янра чăваш юрри!» концерт иртрĕ. Куракансене савăнтараканнисем Чиричкасси шкулĕн 2б тата 3б класс ачисем ( ертӳçи - Людмила Васильева) тата  «Йĕкĕрвар» фольклор ушкăнĕ пулчĕç.  Шкул ачисем «Йăва» юмах кăтартрĕç, пурте питĕ ăста вылянипе палăрчĕç. «Йĕкĕрвар» фольклор ушкăнĕ уяв  кунĕ тĕлне тăрăшсах çĕнĕ концерт программи хатĕрленĕ. Программăна кĕртнĕ çĕнĕ юрăсене, сăвăсене куракансем хапăл туса йышăнчĕç. Йĕкĕрвар ял вулавăшĕн ĕçченĕ Нина Пыркина «Чăвашсен пур сумлă Ģын!» сăвва чунтан хавхаланса вуларĕ. Иван Яковлевич Яковлева халалласа çырнă сăвă авторĕ- Александр Кăлкан.  Кăçалхи çул Чăваш енре паллă ентешсен çулталăкĕ пулнине палăртса,  Нина Николаевна  куракансене Чăваш халăх поэчĕ Юрий Сементер сырнă «Чăвашсем» сăвăпа та паллаштарчĕ. «Чăвашсен Аслă Улăпĕ» кĕнеке выставки те хăйĕн патне илĕртрĕ уяв концертне пуçтарăннисене. «Аслă Вĕрентекенĕмĕр, чăваш халăхне çутта кăларакан  Иван Яковлевич Яковлев ячĕ,  унăн  пархатарлă ĕçĕ- хĕлĕ яланах халăх асĕнче пулĕ», -  палăртрĕ вулавăш еçченĕ.



26 апреля 2022
08:55
Поделиться