Кĕнеке куравĕ "И.Я. Яковлев – чăваш халăх улăпĕ" (Таушкасинская с/б)

Кĕнеке куравĕ "И.Я. Яковлев – чăваш халăх улăпĕ" (Таушкасинская с/б)

Кăçал чăвашсен аслă Вĕрентекенĕ Иван Яковлевич Яковлев çуралнăранпа ака уйăхĕн 25-мĕшĕнче 175 çул çитет. Вăл чăваш çырулăхĕшĕн, наци чĕлхи аталанăвĕшĕн, халăх культуришĕн, пысăк ĕç тунă, нумай вăй хунă. Çавăнпа та унăн ячĕ чаплă, сумлă, хисеплĕ.  Чăваш халăхне çутта кăларнă аслă вĕренткемĕре халалласа Тавăшкаси вулавăш çуртĕнче "И.Я. Яковлев – чăваш халăх улăпĕ"   ятпа кĕнекесен куравĕ йĕркеленĕ. Куравра чăваш халăхне çутта кăлараканăн пурнăçĕпе, ачалăхĕпе, çемйипе, ĕç-хĕлĕпе паллаштаракан литературăна вырнаçтарнă. Кирек кам та хăйне кирлĕ информаци тупаять. Кĕçĕн çултисем валли те кăсăкли нумай. Вĕсем Иван Яковлевичăн ача-пăча калавĕсене вулама пултараççĕ. Чăваш халăхне панă Халал та курăмлă çĕрте, ăна тишкерсе тивĕçлĕ  пĕтĕмлетỹсем тума май пур. Çак куравпа Тавăшкасси вулавăш çурчĕн ертÿçи Светлана Аполонова вулакансене паллаштарсах тăрать. Кĕнеке куравĕ умĕнче калаçусем иртеççĕ. Вулавăшра И. Я. Яковлева халалланă мероприятисем çулталăк тăршшĕпех йĕркелеме палăртнă, вĕсене хисеплĕ вулакансем хастар хутшăнасса шанатпăр.

  



20 апреля 2023
14:52
Поделиться