«Унáн ячé нихáҫан та сýнмé» литературáпа поэзи каҫé (Игорварская с/б)

«Унáн ячé нихáҫан та сýнмé» литературáпа поэзи каҫé (Игорварская с/б)

Чáваш чéлхи - тáван чéлхе,

Эс чи пахи, эс - чун уççи.

Тáван чéлхе - éмéрлéхе,

Пин чéлхерен чи çепéççи!

Ольга Титова шáрçаланá «Чáваш чéлхи» сáвá илемлéн янáранипе пуçланчé Чáваш чéлхи кунне халалланá уяв Йéкéрвар ял вулавáшéнче. Уяв хáнисем - Чиричкасси шкулéн 1-4 классенче вéренекен маттур чáваш ачисем - Яковлевáн кéçéн мáнукéсем, вéсен класс ертýçисем Валентина Ивановапа Людмила Васильева тата ял çыннисем. Ака уйáхéн 25-мéшé - чáваш халáхéшéн чи пысáк уявсенчен пéри. Аслá Вéрентекенéмéр, чáваш халáхне çутта кáларакан Иван Яковлевич Яковлев çуралнáранпа 175 çул çитнине паллá тáватпáр-çке паян!

Иван Яковлевич Яковлев ячé чáваш халáхéшéн яланах хисеплé те чыслá пулнá, малашне те çавáн пекех пулé. Унáн чапé халáхсем хушшинче çултан-çул анлáрах сарáлса пырать. Уява йéркелекенсем  унáн пархатарлá  éçé çинчен нумай каларéç, паянхи уява Чáваш Енре çеç мар, ытти тáрáхсенче те анлá ирттернине палáртрéç. Вулавáш éçченé Нина Пыркина чáваш поэчéсем Аслá вéрентекенéмéре  халалласа ҫырнá сáвáсене хавхаланса вуласа пачé, Иван Яковлевич Чáваш халáхне пехилленé халалпа паллаштарчé.

Тáван чéлхене хисеплесе, юратса, мухтаса уявра  Василий Давыдов–Анатрин «Упра тáван чéлхемéре», «Чáваш ачисене», Петéр Хусанкайáн «Эп - чáваш ачи», Ольга Степановáн «Тáван чéлхе», Иван Малгайáн «Ик чéлхе вáл - ик тéнче» сáввисем яáрарéç.

Яковлев пурнáçéпе пултарулáхé тáрáх хатéрленé «Мéн? Áçта? Хáçан?» викторина ыйтáвéсене те хастар хуравларéç уява хутшáнакансем.

«Унáн ячé нихáçан та сýнмé» литературáпа поэзи каçé хаваслá та кáмáллá иртрé, Николай Сандровáн «Тáван чéлхе» сáввипе вéçленчé. Уява хутшáнакансене вулавáш éçченé пылак кучченеçпе хáналарé. 

Эй, чéлхем, анне панá чéлхем,

Янáра эсé çут тéнчере.

Ыттине çéр чéлхе эп пéлем,

Эсé манáн пӗрре çеç, пéрре!

                

 



25 апреля 2023
15:53
Поделиться