Литературáпа поэзи каçé «Мухтанатáп эп чáваш пулнишéн!» (Игорварская с/б)

Литературáпа поэзи каçé «Мухтанатáп эп чáваш пулнишéн!» (Игорварская с/б)

Тáван чéлхем - сýнми хéлхем.

Тáван чéлхем - капмар çéклем.

Тáван чéлхем – чéре áшши,

Тáван чéлхем – вут-хéм ташши!

Тáван чéлхем, ялтра ялан,

Тáван чéлхем, сыв пул ялан,

Тáван чéлхем, малаш туяр,

Шáпу сан пултáрччé уяр!

Альбина Юрату шáрçаланá «Тáван чéлхем» сáвá илемлéн янáранипе пуçланчé чáваш чéлхи кунне халалланá уяв Йéкĕрвар ял вулавáшéнче. Уяв хáнисем - чáваш чéлхине чунтан юратакан, хисеплекен, унпа куллен-кун калаçакан ял çыннисем, «Ветеран» клуба çурекенсем, шкул ачисем.

Вулавáш éçченé Нина Пыркина пуçтарáннисене пурне те чáваш чéлхи кунé ячéпе саламларé. Ака уйáхéн 25-мéшéнче чáвашсен аслá Улáпé, мĕн пурнáç тáршшĕпех  чáваш халáхне çутта кáларас, унáн культурине çýлерех çéклес, литературипе искусствине аталантарас шухáшпа пурáннá Иван Яковлевич Яковлев çуралнáранпа 176 çул çитнине палáртрé: «Иван Яковлев ячé чáваш халáхéшéн яланах хисеплé те чыслá. Унáн пархатарлá éçé çинчен нумай-нумай калама пулать. Иван Яковлевич Яковлев тáрáшнипе эпир, чáвашсем, хамáрáн илемлé те çепéç чéлхепе шáкáл-шáкáл калаçса чуна уçатпáр, кáмáла çéклетпĕр, савáк юрáсем шáрантаратпáр. Тáван чéлхе – халáхáн аваллáхé, тăван чéлхе - халăхăн сумлă та телейлé малашлáхé. Чéлхемéр пулсан - эпир  пуян, эпир  патвар, эпир хастар, эпир мáнаçлá!» Нина Николаевна хáнасене Александр Кáлкан поэт Аслá вéрентекенéмéре халалласа çырнá «Чáвашсен пур сумлá çын!» сáввине хавхаланса вуласа пачé, Патриархáмáрáн хисеплé ячé халáх хушшинче паянхи кун та иксéлменнине палáртса хáварчé.

Тáван чéлхене хисеплесе, юратса, мухтаса уявра А.Юманáн «Тáван чéлхе»,  В.И.Давыдов-Анатрин «Упра тáван чéлхемéре», «Чáваш ачисене», Ухсай Яккáвéн «Чáваш чéлхи», О.Титован «Тáван чéлхе», П.Хусанкайáн «Эпир пулнá, пур, пулатпáр!», Н.Сандоровáн «Тáван чéлхе» тата ытти поэтсен сáввисем янáрарéç



26 апреля 2024
09:06
Поделиться