Поэзи каçé «Эп - халáх поэчé» (Игорварская с/б)
Эп - халáх поэчé. Мана ку ята,
Паман нимле пуçлáх - патша е султан.
Мана ку ята панă халáх ялта,
Савса, хáй поэчĕ пулнишĕн, тáван.
Чáн-чáн халáх писателé, поэчé, академик, драматург, куçаруçá, юптаруçá, очерк áсти, Чáваш, Тутар, Удмурт, Мари Эл Республикисен тава тивéçлé éçченĕ, çак илемлĕ сáвá йéркисен авторé Михаил Николаевич Юхма ака уйáхéн 10-мéшéнче 90 çулхи сумлá юбилейне паллă тăвать. Юбилее халалласа Йéкéрвар ял вулавáшéнче «Эп - халáх поэчé» ятпа литератупа-поэзии каçé иртрé. Вулавáш éçченé уяв каçне хутшáнакансене «Юхма Мишши - чáн-чáн халáх писателé» выставкáпа паллаштарчé, кунта ытларах вулакансем юратакан кéнекесем вырáн тупнине, Юхма Мишши 200 ытла кéнеке авторé пулнине, унáн хайлавéсене çéр ытла чéлхене куçарнине, тéрлé çéршывсен вéрентý кéнекисене кéртнине палáртрé.
Юхма Мишши нумай-нумай сáвá та калáпланá. Унáн сáввисене кам кáна юрра хывман пуль! Вéсен хушшинче: Герман Лебедев, Авраам Бурундуков, Юрий Жуков, Юрий Кудаков, Пётр Ильин, Анатолий Никитин, Аверий Токарев, Геннадий Маркиянов тата ыттисем те. «Шупашкар», «Кáвак çеçпéл», «Юлашки тéлпулу» тата ытти юрáсене яланах юратса юрланá, паянхи кун та юрлаççé. Уяв каçéнче вара юбилярáн «Тáван ене килтéм», «Чéмпéрти Чáваш шкулé», «Чáваш хéрарáмéсене эп пуç таятáп», «Тем чухлé юрá эп чунра çуратрáм» сáввисем янáрарéç.
Михаил Николаевич Юхма писательпе, поэтпа эпир чáннипех те мáнаçланатпáр, малашне тата та нумай çĕнĕ кéнекесем кáларма çирĕп вáй- хал сунатпáр.
