Асáну кунé Паттáр поэтáн ячé – вилéмсéр Хурамал Туçа ялéн библиотека пункчé

Асáну кунé Паттáр поэтáн ячé – вилéмсéр Хурамал Туçа ялéн библиотека пункчé

Авáн уйáхéн 14-мéшéнче Иван Викторович Викторов,  поэт-писатель, журналист, драматург, СССР писательсен Союзéн членé Граждан тата Тáван çéршывáн Аслá вáрçине хутшáннáскер,  125 çул тултарнине халалласа "Паттáр поэтáн ячé - вилéмсéр"  асáну кунé пулчé.
Ҫак кун Ҫéрпý муниципалитет округéн Хурамал Туçа ялéн çáви çинче хисеплé çыравçа асáнса лартнá палáк патéнче Кáнар шкулéн ачисемпе вéрентекенéсем, культура керменéпе библиотека éçченéсем, поэт тáванéсем тата Хурамал ял халáхé пухáнчéç.
Асáну кунне Шупашкартан Чáваш наци конгресéн президенчé Валерий
Леонидович Клементьев,  Чáваш Республикин тава тивéçлé учителé, Чáваш наци конгресé çумéнчи чáваш чéлхипе литератури вéрентекенсен  пéрлешéвéн председателé Геронтий Лукьянович Никифоров, Чáваш Республикин тава тивéçлé артисчé Константин Ефремов килсе ҫитрéç. Уява Килейкасси Туçа ял библиотекин пунктéнче éçлекен библиотекарь  йéркелесе пычé. Людмила Герасимова библиотека пунктéнче çырса пухнá альбомри "И. В. Викторов çыравçа ас тáвакансем" рубрикáпа паллаштарчé.
И.В.Викторов – Хусанти учительсен семинарийéнчен, Мускаври литература институтéнчен вéренсе тухнá. Шáхасанри икé класлá, Ҫéрпý хула шкулéсенче учительте (1917, 1921-1923), СССР халáхéсен Центриздачéн чáваш секцийéнче редакторта тата куçаруçáра (1926-1929) éçленé. "Чáрáш" (Чáваш хресченé) хаçат редакцийéн секретарéн должноçéсене 1929-1934 çç. – Вáтам Атáл тáрáхéнчи чáвашсен "Колхозник" (Самар) хаçачéн редакторé пулса éçленé. Вáл пулáшнипе Мускав хулинче чáвашсен "Пирéн çул" альманахé  тухма пуçланá. Тáван çéршывáн Аслá вáрçи пуçлансан фронта мобилизациленé, Белоруссире партизан отрядéнче çапáçнá (1942-1943). Борисов хулинчи концлагерьте 1944-мéш çулта вилнé.
Унáн пéрремéш хайлавéсем Шупашкар тата Самар хулисенче тухса тáракан журналсемпе хаçатсенче пичетленнé.
"Ирéклéхшéн кéрешекенсем", "Ҫырмара", "Ялти кéвéсем" "Пульáпа шáтарнá чéре" тéп кáларáмсем.
Иван Викторовáн вилéмсéр паттáрлáхéпе паллашнá хыççáн шкул ачисем ентеш çыравçáн сáввисене каларéç,тáванéсемпе çывáх çыннисем поэт çинчен татах та анлáрах каласа кáтартрéç. Паттáр ентеш, çыравçа  аса илсе шáплáх тáхтавé пулчé. Унтан хисеплесе пухáннисем унáн палáк патне чéрé чечек çыххисем хучéç.
ЧНК президенчé Валерий Клементьев паттáр поэта халалласа йéркеленé уявшáн тав турé, Кӑнар шкулне конгресс кéнекине парнелерé, çыравçá тáванéсене Вячеславпа Лидия Федоровсене, Людмила Герасимова библиотекаре, культура çурчéн éçченне Лариса Сидиряковáна тата шкул ачисене  Тав хучéсем парса чысларé.
Хисеплé сáвáç çуралнáранпа 125 çул ҫитнине халалласа ирттернé уяв паттáр поэтáн вилéмсéр ячé éмéр-éмéре тáван ял-йыш асéнче, халáх чéринче пулнине тепéр хут çирéплетрé.



17 сентября 2026
08:12
Поделиться